Чăваш чĕлхи кунĕ пĕрлештерчĕ

Акан 23-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн тĕп вĕренÿ çуртĕнчи акт залĕнче «Чăваш чĕлхи кунĕ» иртрĕ. Залра пухăннисене аслă шкулăмăрăн проректорĕ Иванов Дмитрий Ермолаевич профессор саламласа ăшă сăмахсем каларĕ, тăван чĕлхене пĕлни кирек ăçта та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. 2015-мĕш çул Чăваш Республикинче К.В. Иванов çулталăкĕ пулнине халалласа уявра чăваш чĕлхипе литератури кафедрин аслă вĕрентÿçи Степанова Надежда Ивановна тăрăшнипе «Нарспи» поэма янăрарĕ.

Чувашский государственный педагогический университет им. И.Я. Яковлева — офф. сайт www.chgpu.edu.ru

Читайте больше новостей про :


Добавить комментарий