Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017

Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа 2017 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017″ акци иртет. Унăн тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси, чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси, чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси.
Пĕтĕм чăваш диктантне икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать: хăнăхнă мелпе тата радио итлесе. Хăнăхнă мелпе çырма кăмăл тăвакансене И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультетĕнче (Президент бульварĕ, 19а çурт, 201-мĕш пÿлĕм) 12 сехет те 50 минут тĕлне кĕтетпĕр.
«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017″ акцие Чăваш Республикин патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, студентсемпе шкул ачисем – чăваш чунлă мĕн пур çын хутшăнасса шанатпăр.

Чувашский государственный педагогический университет им. И.Я. Яковлева — офф. сайт www.chgpu.edu.ru

Читайте больше новостей про :


Добавить комментарий