Тÿрĕ радиоэфирта

Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕн çумĕ А.Д. Ахвандерова тÿрĕ радиоэфирта «Ăраскал» передачăра 2018 çулхи йышăну йĕрки çинчен пĕтĕмĕшли информаци пачĕ.
«Кăçал пирĕн университета пашталăх 804 тÿлевсĕр вырăн уйăрса панă. Ку пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсенчен 431 вырăн кĕретлĕ майпа вĕренме кăмăллакансем валли уйăрнă, çак шутран ятарлă квота палăртнă. Вăл 55 вырăнпа танлашать. Ятарлă квота текен категорие чир-чĕрпе айăпланнă тата ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă абитуриентсем кĕреççĕ. Çавăн пекех тĕллевлĕ йышăну йĕркипе вĕренме илме Чăваш Республикинчи хуласемпе ялсенчен 82 заявлени пирĕн патăмăра çитнĕ.
Çавăн пекех кĕретсĕр майпа вĕренме кĕме 240 тÿлевасĕр вырăн палăртнă. Вĕсенчен 33 вырăнĕ ятарлă квотăпа. Паллах, магистратурăна вĕренме кĕрес кăмăллисем валли те савăнăçлă хыпар пĕлтеретĕп. Кунта кĕретлĕ майпа 22, кĕретсĕр майпа 111 вырăн уйăрнă. Çавăнпа та эпĕ кăçал аслă шкул вĕренсе пĕтерекенсене хамăр патăмăра йыхравлатăп.
Кĕретлĕ, кĕретлĕ-кĕретсĕр майсемпе тÿлевсĕр вĕренме кĕрес кăмăллисенчен тата университет шалашĕнче экзамен тытмалла пулсан документсене эпир июлĕн 15-чен йышăнатпăр.
ЕГЭ результачĕсемпе вĕренме кĕрекенсенчен документсене июлĕн 26-мĕшĕччен йышăнаççĕ.
Вĕренме кĕресси виçĕ тапхăрпа пулса пырать. Пĕреммĕш тапхăрпа ятарлă тата тĕллевлĕ квотăпа кĕрекенсене йышăнĕç, иккĕмĕш тапхăрта пĕтĕмĕшле майпа кĕренме кĕрекенсенчен 80 % йышăнаççĕ, виççĕмĕш тапхăрĕнче вара конкурсра юлнă абитуриентсенчен вĕренме илессине 100 % танлаштараççĕ. Экзаменсен расписанийĕ тахçанах паллă».

Чувашский государственный педагогический университет им. И.Я. Яковлева — офф. сайт www.chgpu.edu.ru

Читайте больше новостей про :


Добавить комментарий